Етӗрне районӗнчи ӗҫлӗх центрӗ унта пурӑнакансене Чулхула облаҫне ӗҫе йыхравлать. Районта пурӑнакансене кӳршӗ регионти «Павловская» кайӑк-кӗшӗк хапрӑкне чӗнеҫҫӗ.
Ял хуҫалӑх продукцине тирпейлекен предприятири тӑрӑмпа, унти ӗҫ тата пурӑнмалли условисемпе паллаштарма ӗҫлӗх центрӗ вакансисен ярмӑркки ирттерме палӑртса хунӑ. Вал юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 10 сехетре пуҫланӗ. Етӗрне районӗнчи тата вӑл тӑрӑхри ялсенчи ӗҫсӗр ҫынсене «Павловская» хапрӑк вахта мелӗпе йыхравлать. 15 кун ӗҫлемелле, 15 кун килте пурӑнмалла. Ку график тивӗҫтермесен 30 кун ӗҫлесе 15 кун канма е тата 60 кун вӑй хунӑ хыҫҫӑн 30 кунлӑха килме юрассине шантараҫҫӗ.
Рабочисем общежитинче пурӑнӗҫ. Вӗсене йӳнӗрех хакпа аталантарӗҫ. Медицина тӗрӗслевне предприяти хӑй шучӗпе кӑларать. Ӗҫ тумӗпе те тивӗҫтерет. Ӗҫ укҫине 35 пинтен кая мар тӳлеме шантарать.
Чӑваш Енри хӑш-пӗр районта кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерсех тӑчӗ-ха. Чирлӗ чӑхсемлӗ территорисенче карантин тесе те йышӑнчӗҫ. Ун пеккине ҫак эрнере Ҫӗрпӳ хулинче те палӑртнӑччӗ. Чирлӗ чӑхсемлӗ хуҫалӑхсенче ҫеҫ мар, ҫывӑхри территорисенче те чир сарӑласран асӑрханмалли мерӑсем йышӑннӑччӗ.
Сӑмах май, чир Чулхула облаҫӗнчен сутма илсе килнӗ чӑх-чӗп урлӑ ҫакланма пулатрнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Апла-и, капла-и, халӗ тӗп тӗллев — кайӑк-кӗшӗк грипне малалла сарӑлма чарасси.
Комсомольски тата Патӑрьел районӗсенче чирлӗ чӑхсене тата вӗсен ҫӑмартисене халӑхран пуҫтарма тытӑннӑ. Кайӑк-кӗшӗке тата ҫӑмартана утилизацилӗҫ.
Чирлӗ чӑхпа унӑн ҫӑмартишӗн хыснаран укҫа тӳлеме пӑхса хӑварнӑ. Пӗр килограм чӗрӗ виҫешӗн 55 тенкӗ те 60 пус саплаштарӗҫ, 10 ҫӑмарташӑн — 29 тенкӗ те 70 пус.
Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Улатӑр районӗнче тата хулинче ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи вӑрман касакансем пуҫтарӑннӑ. Вӗсем «Вӑрман чи лайӑх касакан» республикӑри уҫӑ конкурса хутшӑннӑ. Алла пӑчкӑ тытнисем хушшинче 23 ӑста пулнӑ. Вӗсем хамӑр республикӑран ҫеҫ мар, ют регионсенчен те пухӑннӑ: Мари Элтан, Карелинчен, Мускав тата Чулхула облаҫӗсенчен.
Вӑрман комплексӗнчи пысӑк квалификациллӗ рабочисен ят-сумне ӳстерес тӗллевӗллӗ ӑмӑртӑва пирӗн республикӑра 2005 ҫултанпа йӗркелеҫҫӗ. Ӑна ирттерме Раҫҫейӗн вӑрман промышленникӗсемпе экспортерӗсен союзӗ пулӑшать.
«А» ушкӑнра Шупашкарти вӑрман хуҫалӑхӗн вӑрман касаканӗ Ильдар Гарифов ҫентернӗ, «Б» ушкӑнра — Шупашкарти «Лесной двор» (чӑв. Вӑрман картишӗ) обществӑри Андрей Епифанов.
Чӑваш Енри Ҫӗмӗрле хулипе Нават ялне (выр. Наваты) Сӑр юханшывӗ урлӑ понтон кӗперпе ҫыхӑнтарнине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, икӗ региона тӳрремӗн ҫитме май паракан ҫула ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче уҫнӑччӗ.
Паян кӗпере Ҫӗмӗрлери тата Чулхула облаҫӗнчи, ҫул-йӗр инспекцийӗн инспекторӗсем, автоҫулсене тытса тӑрассишӗн яваплӑ специалистсем хакласа йышӑннӑ. 5 тонна таран таякан машинӑсене чӑтакан кӗпер тӑрӑх ҫывӑх вӑхӑтра автобус хутлама пуҫлӗ. Вӑл Ҫӗмӗрле хулипе Чулхула облаҫӗнчи Нават ялне ҫыхӑнтарӗ.
Ҫурхи, ҫуллахи тата кӗрхи тапхӑрта ӗҫлекен понтон кӗпере 1998 ҫултанпа хута яраҫҫӗ. Икӗ регионта пулин те кӳршӗллӗ пурӑнса пӗр-пӗринпе ҫыхӑну тытакансемшӗн ӑна уҫни чӑннипех те паха.
Чӑваш Енри Ҫӗмӗрле хулипе Нават ялне (выр. Наваты) Сӑр юханшывӗ урлӑ понтон кӗперпе ҫыхӑнтарнӑ. Икӗ региона тӳрремӗн ҫитме май паракан ҫула ӗнер уҫнӑ.
Хӗлле пӑр вӑйлӑ ларсан Сӑр урлӑ пӑр ҫулпа машинӑсем ҫӳремелле туса параҫҫӗ.
Аса илтерер, кӑҫал ӑна кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче хута янӑччӗ. Вӑхӑтлӑх ҫулпа 3 тоннӑран ҫӑмӑлтарах машинӑсен ҫеҫ каҫма юратчӗ. Пӑр ҫулпа иртнӗ чух пӗр сехетре вунӑ ҫухрӑмран ытла хӑваламалла марччӗ. Юханшыв урлӑ ҫула кӑҫал ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче хупрӗҫ. Ҫапла туни пӑр ҫӳхелнипе ҫыхӑннӑччӗ.
Сӑр урлӑ халӗ хывнӑ вӑхӑтлӑх понтон кӗпер урлӑ 5 тоннӑран йывӑр мар машинӑсен иртсе ҫӳреме юрать. Вӗсене талӑкӗпех каҫма ирӗк панӑ.
«ТурСтат» аналитика агентстви Раҫҫейри ҫак ҫуркунне пулакан культура мероприятийӗсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Чи лайӑх 10 мероприяти йышне Шупашкарта йӗркеленекен Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ те кӗнӗ.
Чӑваш Енӗн культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак йыша Мускаври «Мускав ҫуркунни A Cappella» фестиваль, Питӗрти «Dance Open» балет фестивалӗ, «Клинри ҫуркунне» юрӑ-кӗвӗ фестивалӗ, Мускав облаҫӗнчи «Красногорский», Ленинград облаҫӗнчи «Литературӑпа кино» кинофестивальсем, Пенза облаҫӗнчи «Ылтӑн провинци» театр фестивалӗ, Челябинск облаҫӗнчи «Уралти искусствӑсен эрни» курав, Тамбов облаҫӗнчи С.В. Рахманинов ячӗллӗ музыка фествивалӗ, Шупашкарти М.Д. Михайлов ячӗллӗ балет фестивалӗ тата Чулхула облаҫӗнчи «Чӗресен кӗвви» бард-фестиваль кӗнӗ.
Палӑртса хӑварар, Шупашкарти фестиваль ака уйӑхӗн 12-22-мӗшӗсенче иртет. Ҫав вӑхӑтра «Жизель», «Золушка» «Ромео и Джульета», «Весна священная», «Жар-птица» тата «Чиполлино» балетсене кӑтартӗҫ. Унсӑр пуҫне гала-концерт та пулӗ.
Ҫӗмӗрле хулипе Чулхула облаҫӗнчи Нават ялне Сӑр урлӑ каҫмалли пӑр ҫул хӗлсерен уҫӑлать. Кӑҫал та ӑна ҫак кунсенче уҫнӑ.
Вӑхӑтлӑх ҫулпа 3 тоннӑран йывӑр мар машинӑсен ҫеҫ каҫма юрать. Пӑр ҫулпа иртнӗ чух хӑвӑртлӑха та чакармалла: пӗр сехетре вунӑ ҫухрӑмран ытла хӑваламалла мар.
Ҫул каҫмалли вырӑна ятарлӑ специалистсем пӑхса тӑраҫҫӗ. Унта ҫӑлав хатӗрӗсем те пур.
Ҫӗмӗрле район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, машинӑсен пӑр ҫулпа талӑкӗпех каҫма ирӗк пур.
Пӗлтӗр пӑр ҫула пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче хупнӑччӗ. Пӑр ҫийӗн каҫса ҫӳреме пассажирсене те, ҫынсене те ҫав вӑхӑтра чарнӑччӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл тӑрӑхрисен тавран ҫӳреме пуҫланӑччӗ. Ҫу уйӑхӗн варринче тӳррӗн каҫмалли вӑхӑтлӑх кӗпер вырнаҫтарнӑччӗ.
«ПолитБрокер» телеграм канал «Кӗпӗрнаттӑрсен биржине» пичетленӗ. Унта ҫӗршывӑн субъекчӗсен кӗпӗрнаттӑрсен танлаштарӑмне пичетленӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «вӑтам чаку» ушкӑна лекнӗ. Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсенчен унта ҫавӑн пекех Киров облаҫӗнчи Игорь Васильев, Чӗмпӗр облаҫӗнчи Сергей Морозов, Сарту облаҫӗнчи Валерий Радаев, Пермь облаҫӗнчи Максим Решетников тата Пушкӑртстанри Рустэм Хамитов кӗнӗ.
Федерацин Атӑлҫи округӗнче лайӑх кӑтартупа танлаштарӑмра Чулхула облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Глеб Никитин, Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов палӑрнӑ.
«Кӗпӗрнаттӑрсен биржине» «ПолитБрокер» телеграм канал ҫулсерен хатӗрлет. Ӑна вӑл епле аталаннине кура тӗрлӗ ушкӑна пайласа йӗркелет.
Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чулхула облаҫӗнчи Кстово районӗнче Шупашкартан Мускава кайма тухнӑ рейс автобусӗ МАЗпа ҫапӑннине, инкекре МАЗ водителӗ вилнине, автобусри 7 пассажира пульницӑна ӑсатнине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ.
Аса илтерер, малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, МАЗ хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса автобуспа ҫапӑннӑ.
Паян ирпе Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул-йӗр ҫинчи инкекре 27 ҫын шар курнӑ. Пӗр ҫын авари пулнӑ вырӑнтах, тепри пульницӑра вилсе кайнӑ. Чӑваш Енри ҫынсенчен халӗ виҫҫӗшӗ Чулхула тӑрӑхӗнче сипленеҫҫӗ, иккӗшӗ — Чӑваш Енри пульницӑсенче.
Шупашкарти Васкавлӑ пулӑшу паракан пульницӑри тухтӑрсем патне ҫиччӗ пынӑ, вӗсенчен улттӑшӗ халӗ килте сипленет. Улттӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницине тата иккӗн Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницине пынӑ. Тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн вӗсене тухтӑрсем амбулатори мелӗпе сипленме киле янӑ. Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑна пынӑ пӗр ҫынна вырттарнӑ, тепри йывӑр аманманнине кура килте сипленет.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Чулхула облаҫӗнчи Кстово районӗнче Шупашкартан Мускава кайма тухнӑ рейс автобусӗ МАЗпа ҫапӑннӑ. Инкекре МАЗ водителӗ вилнӗ. Автобусри 7 пассажира пульницӑна ӑсатнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, МАЗ водителӗ транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та автобуспа ҫапӑннӑ. Чӑваш Енрен кайнӑ автобус «Мерседес» маркӑллӑ. Унӑн номерӗ – АН50021. Вӑл «Йошкар-Ола – Мускав – Йошкар-Ола» маршрутпа ҫӳренӗ.
Аса илтерер: раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чулхула облаҫӗнчи Воротынец районӗнче Шупашкартан Мускава кайма тухнӑ автобус аварие лекнӗ. Ун чухне 9 пассажира тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |